Шупашкарта 32 ҫулти усламҫӑ регистрацилемен эмелсене «Контактра» халӑх тетелӗ урлӑ сутнӑ. Ҫавӑнпа ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ҫак арҫын «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнче икӗ страница уҫнӑ. Вӗсенче вӑл эмел сутни пирки пӗлтернӗ. Эмелӗсен вара патшалӑх регистрацийӗ пулман, патшалӑх реестрӗнче пулман.
Хайхи арҫын вӗсене Чӑваш Енре кӑҫалхи пуш уйӑхӗччен сутнӑ. Ҫак вӑхӑтра вӑл 150 пин ытла тупӑш тунӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Полицейскисем унӑн хваттерне ухтарнӑ, 850 ытла эмел туртса илнӗ. Пӗри 100 тенкӗ тӑрать. Халӗ следовательсем эмелсем ӑҫтан тупӑннине уҫӑмлатаҫҫӗ.
«Раҫҫей хаҫачӗн» порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, анлӑ сарӑлнӑ мессенджер Telegram чӑхӑмлама пуҫланӑ. Унпа усӑ куракансем ҫакна асӑрханӑ.
Мессенджер пуҫӗпех ӗҫлеме пӑрахман ахӑртнех. Унпа усӑ куракансем каланӑ тӑрӑх, ҫырусем пачах каймаҫҫӗ е питӗ вӑрахӑн каяҫҫӗ. Ҫакна Twitter-ти ҫырусем те ҫирӗплетеҫҫӗ.
Мессенджер япӑх ӗҫлеме пуҫланине паян, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, асӑрханӑ. Кун пирки Раҫҫей ҫыннисем кӑна мар, Италири, Германири тата ытти ҫӗршыври ҫынсем те пӗлтереҫҫӗ.
Сӑмах май, ҫак мессенджера Раҫҫейре чарасси пирки унчченех хӗрӳ калаҫнӑччӗ. Ку тӗлӗшпе суд та пулнӑ, анчах ун чухне мессенджера хупма йышӑнман.
Тутарстанра Ольга Зиятдионовӑпа (хӗр чухнехи хушамачӗ: Гавриленко) тутарсем хушшинчи хирӗҫӳ сарӑлса пырать. Ольга хӑйӗн ачине ирӗксӗрлесе тутарла темиҫе ҫул вӗрентнӗшӗн суда панипе чапа тухнӑ. Анчах суд тавӑҫа тивӗҫтермен. Кун хыҫҫӑн «Контактра» ун ятӗнчен тутарсене кӳренӳллӗ темиҫе сообщени вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Ку тутарсене килӗшмен, вӗсем хӗрарӑма явап тыттарма ыйтнӑ.
Нумай пулмасть Ольга Зиятдионова ячӗ каллех халӑх ҫине тухнӑ. Хӑй пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак уйӑхӑн 9-мӗшӗсенче унӑн хваттерне полицейскисем килнӗ, япаласене ухтарма пуҫланӑ. Экстремислӑ материалсем шыранӑ, хӗрарӑмӑн ноутбукне, планшетне, флешкӑсемпе ачан смартфонӗ таранах тӗпчев ирттерме илсе кайнӑ. Ку Ольгӑна питӗ килӗшмен, ҫавна май вӑл тӗнче тетелӗнче уҫӑ ҫыру вырнаҫтарнӑ.
Полицейскийсем унӑн патне килсе кайнине Ольга Зиятдионова «Контактра» хӑварнӑ комментарисене пула тесе шутлать. Анчах вӗсене хӑй ҫырнине йышӑнмасть, ку ӗҫе ачи тунӑ тесе калать. Ывӑлӗ амӑшне апла та капла кӳрентернине чӑтайман, ҫавна май тутар халӑхне кӳрентерсе ҫырнӑ та тесе тӳрре тухма пӑхать.
Ҫӗркаҫпа паян ҫавӑрттарнӑ ҫил-тӑмана Чӑваш Енри ятарлӑ тытӑмсем ҫеҫ мар, ахаль ҫынсемпе тӳре-шара та хатӗр пулнине ӗҫпе ҫирӗплетрӗҫ. Ҫутӑсӑр юлнисене энергетиксем вӑхӑтра пулӑшма тӑрӑшрӗҫ. Ҫул-йӗре техника хыпӑнса тасатрӗ.
Ҫут ҫанталӑк кӳнӗ мелсӗрлӗхе вӑхӑтра пӗтермеллине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӳре-шарапа паян ирпе ирттернӗ канашлура та хускатнӑ.
Дворниксемпе пӗрлех Шупашкарти организацисенче ӗҫлекенсем те алла кӗреҫе тытнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑнах хыпарланӑччӗ. Юр тасатма тухнисен шутӗнче республикӑн тӗп хулин Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Максим Андреев та пулнӑ. Администраци ҫурчӗ умӗнчи юра вӑл тасатнине сӑнлакан ӳкерчӗке Инстаграмра вырнаҫтарнӑ. Сӑн ӳкерчӗкре пуҫлӑх перчеткесӗр пулнӑран теприсем ӑна шанмасӑртарах пӑхнӑ. «Урамра ҫара алӑпа ӗҫлекенӗн алли шӑнса кӳтӗ. Самантлӑха кӑна кӗреҫе тытнӑ вӑл», — йӗкӗлтешнӗ хӑшӗсем.
Камсен юррисене янӑратать «Тӑван радио»? Халӑх тетелӗсенчен пӗринчи эпир унчченхи хыпарсенчен пӗринче асӑннӑ «Киремет tv» ушкӑнра шӑп ҫак ыйту тавра пуҫ ватаҫҫӗ.
Постне вырӑсла ҫырнӑ-ха, ҫапах та эпир чӑвашла куҫарар: «Каллех Тӑван радио. Вырӑсла юрлакан, анчах Чӑваш Енре пурӑнакан юрӑҫсен ӑҫта каймалла?» — хурав шырать унта пӗри. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, «Тӑван радиора» ытти каналпа та янӑракан Раҫҫей поп-музыки нумай, анчах хамӑр патри авторсен сахал.
«Тӑван радион» музыка редакторӗ Петр Вунберов радиостанцин тӗп формачӗпе килӗшӳллӗн вӗсен музыка архивне чӑваш тата вырӑс поп-музыки ытларах кӗнине ӑнлантарнӑ. Рэп-юхӑмӗллисем сахал лекнӗрен юрӑҫа вӑл урӑх радиостанцисемпе ҫыхӑнма сӗннӗ.
«Киремет tv» вара «Тӑван радио» ют авторсен вырӑс рокне те, поп-рокне те ҫителӗклӗх янӑратать, хамӑрӑннисем валли вара вырӑн ҫук тесе ҫирӗплетет.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Виталий Милонов саккун проектне пӑхса тухма сӗннӗ. Вӑл 14 ҫул тултарман ачасене халӑх тетелӗнче регистрациленме чарасшӑн.
Ку проект хысна тытӑмӗнче ӗҫлекен ҫынсене те, тӗнче тетелӗнче митинг пирки хыпар саракансене те пырса тивет. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, халӑх тетелӗнче регистрациленнӗ чухне паспорт ыйтмалла. 14 ҫул тултарман ачасене регистрациленӗшӗн 300 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле.
Саккун проекчӗпе килӗшӳллӗн, халӑх тетелӗнче темиҫе страница уҫма ирӗк парсан та сайт хуҫине ҫак штрафах кӗтет. Регистрациленекен ҫын та 3-5 пин тенкӗ тӳлеме пултарать.
14 ҫул тултарнӑ ачасене те пырса тивет ку саккун. Вӗсен киревсӗр сӑмахсем ҫыракан сообществӑсенче тӑма юрамасть. Куншӑн ашшӗ-амӑшӗн 1,5-2 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
Саккун проектӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул ҫитнӗ ҫынсен вара ӗҫ вӑхӑтӗнче халӑх тетелӗнче ларма юрамасть. Саккуна йышӑнсан вӑл 2018 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрет.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков халӑх тетелне парӑнтарма шухӑшланӑ. Нумаях пулмасть вӑл Инстаграмра хӑйӗн страницине уҫнӑ.
Алексей Ладыков халӑх тетелӗнче видеоролик та вырнаҫтарнӑ. Ӑна пӑхсан ҫакӑ паллӑ: вӑл Шупашкарти Гладков урамӗнчи 1-мӗш шкула ҫитсе килнӗ. Видеона 740 ытла хутчен пӑхнӑ.
«Республикӑри чи пысӑк шкул строительство енӗпе рекорд лартать, кӑҫал 1100 шкул ачине йышӑнма хатӗрленет», — ҫырнӑ Алексей Ладыков комментарире. Сити-менеджерӑн страницине хальлӗхе 192 ҫын пӑхса тӑрать. Ку — сахал мар. Страницӑра пӗртен-пӗр видеоролик пулнине шута илсен — пушшех те.
Нарӑсӑн 20-мӗшӗнчен Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑча пульници «Контактра» ушкӑнра интернет-йышӑну йӗркеленӗ.
Ҫынсен ыйтӑвӗсене аллерголог-иммунолог хуравлать. Вакцинаципе ҫыхӑннӑ самантсене пульницӑн страницине кӗрсе хускатма пулать. Маларах ыйтса ҫырсан скайп-меслечӗпе те тухтӑрсем ыйтӑва уҫӑмлатма хатӗр. Вакцинӑпа прививка, хальхи вӑхӑтри диагностика тата сиплев меслечӗсемпе паллаштарнипе пӗрлех вакцинаци валли епле хатӗрленмеллине ӑнлантарӗҫ.
«Социаллӑ тетелте ыйтса ҫырнӑ хыҫҫӑн ушкӑн администраторӗ сирӗнпе ҫыхӑнса консультаци вӑхӑтне палӑртӗ. Сӗнӗве врач ҫырса та ӑнлантарма пултарать», — илсе кӑтартнӑ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин сайтӗнче пульницӑн тӗп врачӗн Светлана Кожевникован сӑмахне.
Чӑваш халах сайчӗ аталанма пуҫланнӑранпа 11 ҫул та ҫитсе пырать. Хальхи вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче чӑвашла ҫыракансем те сахал мар теме пулать, ҫавах та вӗсем ҫителӗксӗр. Нумай пулмасть эпир ятарлӑ ыйтӑм пуҫларӑмӑр — чӑвашла ҫырма чӑрмантаракан сӑлтавсене палӑртас терӗмӗр. Тепӗр енчен ку вӑл пирӗн 11 ҫулхи ӗҫе те кӑтартса пама тивӗҫлӗ: ҫак вӑхӑт хушшинче чӑваш чӗлхине эпир интернета сарма пултартӑмӑр е ҫук. Тӳрех каласа хӑварас пулать — ку тӗлӗшпе эпир кӑна мар, ыттисем те ӗҫлеҫҫӗ, ҫавах та пирӗн ку ӗҫре яваплӑх пысӑк пулнине палӑртас килетех.
Ыйтӑмсенче хальлӗхе ҫапларах сасӑланӑ:
Чӑваш халӑх сайчӗ. Кунта ӗнтӗ ытларах пайӗ чӑвашла ҫырма пултарать, ҫырать те. Пурӗ 19 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 15-ӗшӗ чӑвашла ҫырма чӑрмав ҫукки пирки пӗлтерчӗҫ. Тепӗр 4-ӑшӗ вара чӑвашла ҫырма сарӑм (халӑхра ӑна «шрифт ҫукки» теҫҫӗ) ҫуккине пула ҫырмасть.
«Пӗркласрисен» халӑх тетелӗнче (халӑхра — «Однокласники») пурӗ 141 ҫын хутшӑнчӗ. Кунта ытларах аслӑрах ҫулсенчи ҫынсем ларнӑран вӗсен чӑвашла ҫырма чӑрмантаракан сӑлтавӗсем урӑхларах.
Тӗрлӗ халӑх тетелӗсенче сӑнанӑ май ҫамрӑксем, чӑвашла пӗлеҫҫӗ пулин те, ытларах чухне вырӑсла ҫырни палӑрать. Унӑн сӑлтавне пӗлес тесе ыйтӑм ирттерес терӗмӗр — чӑвашла ҫырма мен чӑрмантарнине пӗлме. Чӑвашла пӗлменни-и, чӑвашла ҫырас килменни-и, чӑвашла ҫырма май ҫукки-и.
Ыйтӑма ытларах ҫынна хутшӑнтарас тӗллевпе ӑна тӗрлӗ халӑх тетелӗсенче те уҫрӑмӑр: Фейсбукра, Контактра, Пӗркласрисенче. Пурне те хутшӑнма йыхравлатпӑр!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |